АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енĕн çĕнĕ премьер – министр: Олег Макаров

26 марта 2011 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев 2011 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Олег Витальевич Макарова Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне уйăрса лартасси çинчен калакан Указа алă пуснă.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн вăтăр çиччĕмĕш сессине хутшăннă 41 депутатран 35-шĕ Олег Макаров кандидатуришĕн сасăланă, 5-шĕ хирĕç пулнă, пĕри тăхтаса тăнă.

Олег Витальевич Макаров 1974 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Çĕнĕ Шупашкар хулинче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. 2004 çулта “Организаци менеджменчĕ” специальноçпа диплом ĕçне хÿтĕленĕ.

О. В. Макаров слесарь-юсавçă вĕренекенĕнчен пысăк предприяти директорĕ таран ÿснĕ. 2000 çултан тытăнса 2008 çулчченхи тапхăрта тĕрлĕ должноçра вăй хунă: Çĕнĕ Шупашкар хулинчи “Волга-Трейд” ООО директорĕ, Шупашкар хулинчи “САН Интербрю” АУОн дистрибьюци службин тавар туянас енĕпе ĕçлекен аслă специалисчĕ, логистикăпа дистрибьюци менеджерĕ, “Шупашкар хулин сĕт завочĕ” АУОн ĕç тăвакан директорĕ, унтан генеральнăй директорĕ.

2008 çулхи ака уйăхĕнче “Чебоксарский” сĕт комбиначĕ” филиала ертсе пыма тытăннă, “ЮНИМИЛК-Атăл” представительствăн операци директорĕ, “ЮНИМИЛК-Атăлăн” Шупашкарти представительствин директорĕ пулса тăнă.

2008 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа – Екатеринбург хулинчи “ЮНИМИЛК-Урал” представительство директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика