АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлашки хут куçарĕç

26 марта 2011 г.

Раççей Президенчĕ Д. Медведев малашне сехетсене хĕллехи вăхăта куçарассине пăрахăçланă. Апла пулсан мартăн 27-мĕшĕнче эпир юлашки хут сехет йĕпписене пĕр сехет маларах–çуллахи вăхăта–куçаратпăр.

Раççей çыннисен 60 проценчĕ çак шухăша ырласа йышăннă. Йышăну сывлăхшăн та, кăмăлшăн та лайăх пуласса шанаççĕ. Ыйтса пĕлнисенчен 13 проценчĕ çакна ăнăçсăр утăм тесе шутлать, сехете куçарни электроэнерги перекетлеме май панă-çке. Çынсен 21 проценчĕ улшăнăва нимĕнле те хакламасть, вĕсемшĕн пурпĕрех. Хăшĕсем вара мĕншĕн çуллахи вăхăта мар, хĕллехине улăштарнине ăнланмаççĕ. “2011 çулхи кĕркуннерен эпир çут çанталăк кĕввинчен икĕ çемĕ маларах пыратпăр. Ир-ирех кăна мар, сĕм çĕрле вăранма тивĕ. Тухăçра ку вăхăта чи йывăр–“вăкăр сехечĕ” тесе хаклаççĕ. Çулла эпир вăхăта куçарнине туймастпăр та, çутă пулнипе организм ахаль те маларах вăранать,–тет РФ Астрономипе геодезика пĕрлешĕвĕн вице-президенчĕ Сергей Смирнов. Санкт-Петербургпа кÿр-шĕллĕ Финлянди вара çуллахи вăхăта куçмасть, мĕншĕн тесен Çурçĕр широтинче пурăнакансене çакă кирлĕ мар. Халĕ Раççейпе Финлянди чиккинче икĕ сехет уйрăмлăх пулĕ”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика