26 марта 2011 г.
Çулталăк тăрăшшĕпе çул çинче пулакан автоаварисенче питĕ нумай çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Вĕсенчен виçĕ пайĕнчен пĕри каçхине пулса иртет. Çавăнпа та тĕттĕмре пулакан аварисенче йывăр суранлисем йышлă.
Каçхине пулакан инкексен шучĕ чактăр, водительсем автомобиль çинчи çутă приборĕсене пĕлсе, кирлĕ пек ĕçлеттерччĕр, хирĕç пулакан автотранспорта куçа йăмăхтаракан çутăсем ярса çул çинче хăрушлăх кăларса ан тăраччăр тесе республикăра “ Ксенон” профилактика операцийĕ ирттереççĕ. Вăл пуш уйăхĕн 30-мĕшĕччен тăсăлать. Çавăнпа та çула тухакан водительсем уйрăмах каçхине питĕ асăрхануллă пулмалла.