АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профилактикăна вăйлатмаллах

26 марта 2011 г.

Районти санитарипе эпидемиологи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна унăн председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов ертсе пычĕ. Ларура “Социаллă пĕлте-рĕшлĕ чирсемпе кĕрешесси тата вĕсенчен асăрханасси” тĕллевлĕ районти программăн “Туберкулез”, “ВИЧ–инфекци”, “Вируслă гепатит”, “Ар çыхăнăвĕ урлă куçакан инфекци”, “Вакцина профилактики” пайĕсене пурнăçа кĕртесси мĕнле пыни çинчен сăмах пычĕ. Комисси членĕсем малтанах район больницин тĕп врачне Н. Тинюкова итлерĕç. Вакцина профилактики тăвассипе 100 пин тенкĕ усă курма пăхнă. Ăна пурнăçланă.

Туберкулеза хирĕç кĕрешмелли мероприятисем, “Шурă салтак тÿмми” (“Белая ромашка”) уйăхлăх ку енĕпе 2010 çулта эпидемиологи лару-тăрăвне ла-йăхлатма пулăшрĕç. Ачасене çуралсанах прививка тăваççĕ. 7 çулта, 14 çулта вакцина ярасси те палăртнă чухлĕ пурнăçланса пырать. Чир палăрсан больницăсенче сиплеççĕ, санаторисене яраççĕ.

Районта ВИЧ инфекциллĕ 9 çын шутра тăрать. Вĕсенчен виççĕшĕ–хĕр арăмсем, ыттисем ар çынсем. Çак чир палăрасси чылайăн вăхăтлăха ют çĕре ĕçлеме кайнипе те çыхăннă.

Вируслă В гепатит чирне икĕ çынра тупса палăртнă. Вăхăтра прививка тăвăнайман вĕсем. Сăлтавĕ каллех ют региона ĕçлеме тухса кайнипе çыхăннă.

Комисси сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăну турĕ. Социаллă пĕлте-рĕшлĕ чирсенчен сыхланас тата вĕсене вăхăтра тупса палăртас ĕçре кирлĕ организациллĕ-методикăлла пулăшу памаллине палăртрĕ. Стационарлă тата куçса çÿрекен флюорографипе туллин усă курма сĕнчĕ. Ерекен чирсем çинчен санбюллетенсем ытларах кăларса халăх йышлă çÿрекен вырăна çакмаллине аса илтерчĕ. Специа-листсен, врачсен шкул коллективĕсене, граждансен пухăвĕсене тухса çÿресен те аван пулмалла. Профилактика ĕçĕ чиртен сыватассинчен ансатрах ĕнтĕ.

А. Астраханцева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика