АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырăнтăм чи малтан «Авангарда», ман шухăша шута ил эсĕ Те, хăта!

30 марта 2011 г.

Çак калаçăва манăн Первомайскинчи çыхăну уйрăмĕнче илтме тÿр килчĕ. Электроэнергипе, газпа усă курнăшăн тÿлевĕпе татăлма пынă пĕр ватă пĕрлех “Авангард” хаçат çырăннине каларĕ. Çакăн хыççăн вăл çул юлташне хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерчĕ.

Вера Кондратьевăпа калаçăва çак темăпах эпĕ те малалла тăсас терĕм. Почта çыхăнăвĕн уйрăмне кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 402 экземпляр “Авангард” килсе тăрать. Лайăх кăтарту-çке. Район хаçатне кăмăлланине пĕлтерет çакă. Кун-çул уттинчен юлас килмест-çке. Эрнере икĕ хутчен тухакан кăларăмран мĕн чухлĕ информаци илетĕн. Район пурнăçне тĕкĕр çинчи евĕр куратăн. Çавăнпа çывăх та “Авангардпа” Первомайски тăрăхĕсем. Акă, “Хыпар”, “Советская Чувашия”, “Хресчен сасси” хаçатсене пĕрле хушсан та 300 экземпляр ытларах çеç илсе тăраççĕ.

Туслă йыш ĕçлет çыхăну уйрăмĕнче. Т. Петухова хул урлă почта сумкине çакнăранпа 28 çул ĕнтĕ. Татьяна Васильевна Анат Чакă тата Первомайски ялĕсене хаçат-журнал валеçет. Пенси укçипе тивĕçтерет. Р. Чернова почтальонка Пăлаçи Атăкпа Каншел ялĕсене утăмлать. “Авангард” хаçата çеç 116 экземпляр салатать. Ытти ялсемшĕн Л. Козлова, Т. Ильметова, Г. Лапшина яваплă. Ĕçĕн хăнăхăвĕ кашнийĕшĕнех пур. Халăхпа ĕçлеме пĕлнĕрен умри тĕллевсене чыслăн пурнăçласа пыраççĕ вĕсем. 2011 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат çырăнтарма пуçăннă та ĕнтĕ. Халĕ халăх пушăрах. Çурхи ĕçсем пуçланайман. Ака-суха тапхăрĕнче укçа-тенкĕ ытти çĕрте те сахал мар кирлĕ.

–Район хаçатне кăмăлласах çырăнаççĕ ăна. 5-6 çул каялла 150 экземпляр килсе тăратчĕ çыхăну уйрăмне. Паянхипе танлаштарсан уйрăмлăхĕ чылай пысăк. Хакĕ те хăратмасть. 171 тенкĕ те 78 пус çеç,– кăмăллăн калаçать В. Кондратьева. Вера Анатольевна та çĕнĕ çын мар çак ĕçре. Çирĕммĕш çул вăй хурать. Çак хушăра темиçе ертÿçĕпе, почтальонкăпа ĕçлеме тивнĕ. Аслисенчен ыррине çеç вĕренет. Çавна май хăйĕн ĕç ăсталăхĕ те хушăнсах пырать. Пĕр вырăнта лараймастăн паянхи саманара. Почта уйрăмĕсем лавкканах çаврăннă. Апат-çимĕçрен пуçласа вырăн таврашĕ таранах пур. Компьютер та алă айĕнчех. Халăхпа ĕçлеме те вăр-варлăх та кирлĕ. Вăл çитетех В. Кондратьеван. Кашни çырăнтару тапхăрĕнче Вера Анатольевна “Первомайск” тата “Малалла” хуçалăхсен ертÿçипе М. Петровпа çыхăнать. Хирĕçлемест Михаил Владимирович. Ведомоçпах çырăнтарса пама пулăшать. Çыхăну уйрăмĕн ертÿçи те, почтальонкăсем те хăш килте çул сиктермесĕр хаçат çырăнакансене пĕлеççех. Вĕсен çумне тата ыттисене явăçтарса пыраççĕ. Çавăнпа вулакансен шучĕ ÿсет те ĕнтĕ вĕсен.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика