30 марта 2011 г.
Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче вĕрентÿ отраслĕнчи профсоюз работникĕсем хушшинче шашкăлла выляс тĕлĕшпе ХХХII спартакиада иртнĕ. Ăмăртăва районти 21 вĕрентÿ учрежденийĕнчен 63 профсоюз членĕ хутшăннă.Спартакиада çивĕч тупăшура иртнĕ. Çапах та шашка вăййин вăрттăнлăхне Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул команди вăйлăрах пĕлни палăрнă, вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди иккĕмĕш, Первомайскинчи вăтам шкул команди виççĕмĕш вырăнсенче.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен Çĕнĕ Ахпÿртсен команди пĕрремĕш, пуçламăш шкул-ача сачĕсенчен Кзыл Чишмасем пĕрремĕш, Именкассисем иккĕмĕш, Татмăшсем виççĕмĕш вырăнсенче. Ача сачĕсенчен вара Туçари “Сар хĕвел” коллективĕ чи кăтартулли пулнă.
Çĕнтерÿçĕсене райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн, профсоюз работникĕсен райкомĕн Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе наградăланă.