30 марта 2011 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ спортсменсем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче час-часах пысăк çĕнтерÿ тăваççĕ. Ишлĕ хĕрĕ, хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре вĕренекен Анастасия Прокопьева çăмăл атлетика енĕпе 1994-1995 çулхи хĕрсем хушшинче Челябинскинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче 400 метра чупса пĕрремĕш, 200 метра чупса тăваттăмĕш вырăнсене йышăннă. Ентеш пултарулăхĕ пурне те савăнтарать.
Хура йытă чăтăмсăррăн хăй хуçине кĕтет
Тутар Сăкăтĕнчен çак хыпара пăшăрханса шăнкăравларĕç. Нумай пулмасть ял поселенинче çапкаланса çÿрекен анчăксене пенĕ. Анчах икĕ эрне каялла ялта пĕрремĕш хут курăннă хурапа шурăллă йытă çине пăшалпа тĕллеме хăюлăх çитмен. Тирпейлĕ те ăслă йытă кунĕпе хăйĕн хуçине шырать-мĕн. Хуçинчен аташса юлнă-ши; Ют йытта ял халăхĕ те асăрханă. Ăна çитереççĕ те, пăхаççĕ те... Анчах пурпĕрех вăл хăйĕн хуçине чăтăмсăррăн кĕтет. Çынсем сăнанă тăрăх, вăл ытларах автобус чарăнакан вырăнта çÿрет.