АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Больницăсенчи черетпе кăсăкланă

30 марта 2011 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти медицина учрежденийĕсене çитсе курнă. Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин больницăсенчи черетсенчен хăтăлма чĕнсе каланăччĕ тата ку çивĕч ыйтăва çĕр-шыв субьекчĕн ертÿçисене тĕрĕслесе тăма хушнăччĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ çакăн пирки медицина ĕçченĕсем умĕнче пĕрре мар калаçнă, тĕп тухтăрсене ăна татса памалли çул-йĕре тупма ыйтнă.

Президент клиника больницин ертÿçисемпе черет ыйтăвне татса пама хушнă тата сиплев учрежденийĕсене специалистсен кабинечĕсен умĕнче пациентсем, чи малтанах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăр-çин ветеранĕсемпе инваличĕсем валли лармалли вырăнсем кирлине палăртнă. Çавăн пекех Президент тухтăр патне электрон мелĕпе çырăнассине йĕркелес енĕпе тимлĕ пулмаллине тепĕр хут аса илтернĕ, хальлĕхе ку тытăм тивĕçлĕ шая çĕкленеймен тесе хакланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика