30 марта 2011 г.
Кăçал республикăри хуçалăхсене çуркунне акма 47439 тонна вăрлăх кирлĕ. Тăхăр районăн вăл çитмест. Улатăрсен 66 процент çеç. Куславккасем вара тапранман та. Хĕрлĕ Чутайсемпе Çĕмĕрлесен, Шăмăршăсемпе Пăрачкавсен те лару-тăру йывăр.
Вăрлăх тасатассипе Канаш (58 процент), Куславкка (64 процент), Шăмăршă (67 процент), Красноармейски (69 процент) районĕсем юлса пыраççĕ.
Республикипе пуш уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне 74 процент çеç кондицие лартнă.