АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи кăтартусенче – ĕнер тăрăшса ĕçлени

30 марта 2011 г.

2010 çул ял хуçалăхĕшĕн çăмăл килмерĕ, çакă çулталăка пĕтĕмлетнĕ чухне те лайăх сисĕнчĕ. Апла пулин те иртнĕ çула тупăшпа вĕçлекен хуçалăхсем те пулчĕç, вĕсенчен пĕри –акционерсен «Батыревский» хупă пĕрлешĕвĕ.

Килĕшÿре – вăй

– Пĕлтĕр хамăртан мĕн килнине йăлтах тума тăрăшрăмăр. Пурте пĕр-пĕрне ăнланса, яваплăха туйса ĕçлени йывăрлăхсенчен тухма пулăшрĕ. Хуçалăхри пур вăй хуракана та манăн тав сăмахĕ калас килет, вĕсем шăрăх вăхăтра та кашни минутпа туллин усă курма тăрăшрĕç, – терĕ пĕрлешĕвĕн директорĕ П.Ялуков. Чăнах та, ăнлану, килĕшÿ пулмасан çитĕнÿ тума майĕ те çук.

Çулла типĕ те шăрăх пулнăран чылай çĕрти пекех “Батыревский” пĕрлешÿре те тĕш тырă та, çĕр улми те палăртнă чухлĕ тупăш парайман. Çуркунне ÿсен-тăран культури ытармалла мар шăтса тухнине пăхсан вăл чылай пысăк пулмаллаччĕ. Нимĕн тума та çук, яланах эпир шухăшланă пек килсе тухмасть çав. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ вара 2010 çула тупăшпа вĕçленĕ, халĕ те кашни уйăхрах пĕрер миллион тенкĕ укçа кĕрет. 2006 çулта ятарлă проекта кĕрсе витесене реконструкцилени, вы-льăх-чĕрлĕх шутне ÿстерни пысăк витĕм кÿни тÿрех паллă. Паянхи кăтартусем – ĕнер тăрăшса ĕçлени.

Выльăх-чĕрлĕх пăхмасăр пулмасть Хуçалăхра вăй хуракансем яваплăха туйнăранах выльăх-чĕрлĕх апачĕ çителĕклĕ: утă-улăм пур, комбикорм кăна туяннă. Пĕрлешÿ ăна фермăна тата ял халăхĕ валли те илсе килнĕ, ĕçлекенсене пасартинчен чылай пĕчĕкрех хакпа сутнă.

– Хальхи вăхăтра пирĕн хуçалăхра мăйракаллă шултра вы-льăх 600 пуç шутланса тăрать, вĕсенчен сăвăнаканни – 210. 2006, 2007 çулсенче ăратлă пушмак пăрусем 90 пуç туянтăмăр, вĕсем талăкра 25-28 литр сĕт антараççĕ. Сахал параканнисене лайăххисемпе улăштарса пыратпăр. Фермăра вăй хуракансем хăйсене шаннă ĕçе яланах тивĕçлĕ шайра пурнăçлама тăрăшаççĕ, никам та хушасса кĕтсе тăмаççĕ, – тет Петр Валерьевич. Фермăра пур специалист та пур: зоотехник, осеменатор, селекционер тата ыттисем те. Ĕнесене вăхăтра йăхтарма тăватă ăратлă вăкăр туяннă. Малалла аталанма, выльăх йышне ÿстерме пур услови те пур, анчах витесем иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче тунисемех. Реконструкциленĕ пулсан та вĕсем кивĕ, пĕчĕк тата ĕçе механизацилеме те майĕ сахалтарах. Çакна шута илсе кăçал кунта комплекс хăпартма палăртаççĕ. Унччен маларах вара ытти çĕрти çĕнĕлĕхсемпе, комплекссен ĕç-хĕлĕпе паллашма тăрăшаççĕ. Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Мускавра выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе курав иртет, Шупашкарти “Агро-Инноваци” предприяти республикăран делегаци ярать, унта Патăрьелсем те пур. Ниçта та тухса çÿремесен, ыттисем мĕнле пурăннине курмасан пĕр вырăнта кăна тăпăртатса тăнине кунта питĕ лайăх ăнланаççĕ. Специалистсем кăна мар, рабочисем те республикăри, ытти регионсенчи хуçалăхсене тухса çÿреççĕ.

Акара тăрăшсан, вырмара савăнан

Умра – ака, вăл мĕнле иртесси хуçалăхра ĕçлекенсенчен, яваплă тапхăра мĕнле хатĕрленнинчен нумай килет. “Батыревский” АХОра çур акине паян тесен паян тухма хатĕр. Кăçал çурхи тулă 575 гектар, урпа – 388, сĕлĕ 23 гектар никĕсе хывма планланă. Пĕрчĕллĕ культура вăрлăхĕ 100 проценчĕпех çителĕклĕ, пурте кондициллĕ. Ытти хуçалăхсене валли те сутлăх пур. Вăрлăхсемпе ĕçленĕрен кăçал Чăваш Республикинчи наукăпа тĕпчев институтĕнчен пысăк репродукциллисене туяннă.

Хуçалăх çĕр улми туса илессипе те аван ĕçлет, çавна май унăн лаптăкĕ те пысăк. “Иккĕмĕш çăкăра” кăçал та планпа 200 гектар лартма пăхса хăварнă, анчах вăрлăх лайăх упраннине шута илсе 250 гектара çитересшĕн. Çавăн пекех Ленинград облаçĕнчен “невский” сорт та илсе килнĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхра вăй хуракансем çĕр улмине суйлаççĕ, ĕçе механизациленĕрен вăл кал-кал пырать.

Минераллă удобренисем пĕрчĕллĕ культурăсене, çĕр улми валли те çителĕклĕ хатĕрленĕ. “Иккĕмĕш çăкăр” хăвăртрах вăй илсе шăтса тухтăр тесе ятарлă микроэлементсем те хушма палăртнă.

– Кашни ака, вырма хăйне майлă çĕнĕлĕх илсе килет. Пирĕн вара анализласа кирлĕ пек пĕтĕмлетÿ тумалла. Акă, 2010 çулхи шăрăх çанталăк лайăх “ăса” вĕрентрĕ. Мелиораци пирки пурте маннăпа пĕрехчĕ, халь аса илме пуçларăмăр. Пĕлтĕр “Исток” агрофирма сахăр кăшманне шăварса тăчĕ. Усси пуррине куртăмăр. Кăçал эпир 100 гектар çĕр улмине плотина çывăхне лартма, шăварса тăма палăртрăмăр. Шыв саптармалли хатĕрсене илсе килсе пĕтернĕпе пĕрех, – калаçăва малалла тăсса пĕлтерчĕ П.Ялуков.

Акана техникăсăр та тухма çук. Хуçалăхра тракторпа машина паркне те çĕнетсех тăраççĕ. Пушăн 24-мĕшĕнче кунта техника тĕрĕслевĕ иртрĕ, çавна май паркпа тĕплĕн паллашма та май пулчĕ. Линейкăна пур трактора та, 21 единица, тăратнă. “Хурçă утсен” 90 проценчĕ çĕнĕ. Кăçал кăна МТЗ-12.21 тата МТЗ-89.2 маркăллă тракторсем, виçĕ сеялка, нумай функциллĕ жатка туяннă. Прицепсемпе сеялкăсем, çĕр улми лартакан агрегатсем те хире тухма юрăхлă. Çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклех туянса хунă, вăл акана вĕçлесе вырмана пуçлама та пур. Механизаторсем енчен те йывăрлăхсем çук. Сăмах май, коллективра ытларах çамрăксем. Нумай пулмасть çеç А.Осипов, А.Медведев, Д.Усанов руль умне ларнă. Е.Моисеевпа Ю.Осиповăн вара ĕç опычĕ пысăк, вĕсем яшсене вĕрентсе пыракансем.

Механизаторсене спецовкăсемпе тивĕçтернĕ, медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Тракторсем çинчи аптечкăсене те çĕнетнĕ.

Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ

– Хуçалăх мĕнле аталанасси пĕр ертÿçĕрен кăна килмест, эпĕ пĕр пĕччен нимĕн те тăваймастăп. Маларах та каларăм, пирĕн специалистсем, ĕçлекенсем питĕ ăнлануллă, яваплă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе вăй хуратпăр. Туй е юбилей ирттерме ĕç укçи шутĕнчен татăлса пымалла пысăк сумма кĕмĕл те паратпăр. Çын ĕçленине, малалла ăнтăлнине кура шалăва пысăклатса пыратпăр, – тет мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕ.

Хуçалăхра тăрăшакансене хавхалантарас тĕллевпе хĕллехи вăхăтра Шупашкара концертсене илсе çÿреççĕ, пĕрлешÿ шутĕнчен санаторисене канма, сывлăхĕсене çирĕплетме яраççĕ. Çавăн пекех кашни отрасльте ĕçлекенсем хушшинче футбол команди йĕркеленĕ. Ку коллективри туслăха çирĕплетме, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, çамрăксене спортпа явăçтарма пулăшать.

– Ял хуçалăхĕ мĕнле çулпа пырасси халь хамăртан килет, çавăнпа лайăх ĕçлени пирĕншĕнех усăллă. Пулнă результат çинче те чарăнса тăмалла мар, малалла та малалла талпăнмалла. Çак тĕллевпе пурăнатпăр та ĕнтĕ эпир, – терĕ П.Ялуков калаçăва вĕçленĕ май.

О.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика