30 марта 2011 г.
Кăçалхи икĕ уйăхра пирĕн районти çулсем çинче 4 автоаварие шута илнĕ. Вĕсенче пилĕк çын аманнă, вилнĕ тĕслĕхсем çук. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çул çинче пулнă инкексен, аманнисен, вилнисен шучĕ те чакнă.
Чылай чухне аварисен тĕп сăлтавĕ–водительсем эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларни. Çулталăк пуçланнăранпа çакнашкал пĕр тĕслĕх пулнă. Юрать-ха пăтăрмах çын аманнипе çеç вĕçленнĕ.
Кăçал çул çинче çуран утакансемпе, çул çитмен ачасемпе çыхăннă инкек пулман.
Районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ çул çинчи хăрушлăха сирсе ярас, ачасемпе пулакан инкексен шутне чакарас тĕллевпе милицин ытти службисемпе пĕрлехи рейдсем, профилактика мероприятийĕсем йĕркелетпĕр. Кăçал çакнашкал сакăр рейд пулнă. Çак вăхăтра 78 çын çул-йĕр правилине пăснине тупса палăртнă, çула тухнă виçĕ водителе ÿсĕрле тытнă.
Хальхи вăхăтра çул çинчи куçăм питĕ пысăк. Çакă авари пулас хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та çуран çынсен те, автотранспортпа çула тухнисен те тимлĕхе çухатмалла мар, çул-йĕр правилине пăхăнмаллах.
А.КАРГИНА,
районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн
уйрăмĕн инспекторĕ.