30 марта 2011 г.
Кирек мĕнле суту-илÿ точкинче те сутăнакан апат-çимĕç пахалăхлă, шанчăклă, юрăхлă пулмалла. Кашни таварăн патшалăх регистрацийĕ витĕр тухнă нормативлă документсем пулмалла.
Нумай пулмасть район прокуратурипе Чăваш Республикинчи Россельхознадзор специалисчĕсем тырă, комбикорм, кĕрпе сутнă чухне фитосанитари йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ, хăш-пĕр çитменлĕхе тупса палăртнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче Шăнкăртамри Э.М. Шакурова индивидуаллă предпринимателĕн “Нурлы” магазинĕнче те рис, пăрçа, хуратул, тулă, маннăй кĕрписене пахалăх удостоверенийĕсĕр сутни паллă пулнă. Саратов облаçĕнчен илсе килнĕ хĕвел çаврăнăшăн те сертификат пулман. Э.Шакурова пирки административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккунăн 7.18 тата 10.3 статйисемпе ĕç пуçарнă.
В.ПУТЯКОВ,
район прокурорĕн пулăшуçи.