30 марта 2011 г.
Анчах çак «серепене» кĕрсе ÿкнĕ çын эрехсĕр пурăнаймасть темелле. Эрех сиенне ăнланакансене, çав йăларан уйрăлас текенсене çак ансат рецепта илсе паратпăр.
Пĕр апат кашăкĕ вĕтетнĕ суя ăвăс кăмпине (чага, хурăн туни кăмпи тесе те калаççĕ ăна) 1 литр вĕрекен шыв хушса кантăк банкăна ярса лартмалла.Ăна вăл хура хăмăр тĕслĕ (чей пек) пуличчен лартмалла.
Тепĕр банкăна пĕр апат кашăкĕ типнĕ шăлан çырли (шиповник) ярса çутă хăмăр тĕс тухиччен лартмалла. Унтан çур стакан суя ăвă кăмпи шывне, çавăн чухлех шăлан шывне хутăштарса ĕçмелле. Икĕ литр шĕвеке пĕр кунта ĕçсе ямалла. Иккĕмĕш кунхине те çавăн чухлех ĕçмелле пулать. Суя ăвă кăмпине çавнах илме юрать.
Çак хутăш çынна эрехрен майĕпен сивĕтет. Унсăр пуçне вăл ывăннине ирттерет, лăплантарать, шыçă чирĕсене те сиплет. Шĕвеке яланах кунне икĕ литр ĕçмелле.