АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр ялсем çинчен

30 марта 2011 г.

Мĕнех пур-ши хăв çуралнă ялтан çывăххи. Унта ураланатпăр, çитĕнетпĕр. Вара хăшĕсем, тăван ял кăвапинчен хăпас мар тесе, кунтах кил-йыш çавăраççĕ, асаттесем пекех суха тăваççĕ, ача-пăча ÿстереççĕ. Телей тени çавă вăл. Теприсем, çунат сарса, йăваран вĕçсе тухса тĕрлĕ çĕре саланаççĕ. Апла пулин те пурте – хамăр ялсем. Ĕмĕрех. Мĕн çĕре кĕриччен. Çĕре кĕрсен те. Тăван çĕр туртать çав. Вăл тăварпа пиçнĕ тăванран та хаклăрах. Кунта – пирĕн асатте-асаннен çĕрĕ. Çавна асра тытакан çеç хăй те хисепе тивĕç. Ĕлĕк халăх хăй историне асра тытнă. Ваттисем ачисене кала-кала хăварнă. Халăх историне халĕ хут çине çыратпăр, компьютерпа наборлатпăр. Хăйне хисеплекен халăх хисепе тивĕçлĕ.

Паллах, тăван яла юратакан çеç ял историне çырма пултарать. Ларнипе çеç мар, нумай çул пухнă пĕлÿ кирлĕ. Университетри çеç мар, ял хушшинче, ватăсене курса-илтсе пухнă пĕлÿ. Тата чуна, юна, пурнăçа тăван яла пама хатĕр пулни кирлĕ. Пĕрре те ÿстерсе калани мар çакă. Ăна кĕнеке çырса пичетлеме пултарнă çын аван ăнланать. Çавăн пек чыса тивĕçлĕ пулчĕç Кивĕ Ахпÿрт çыннисем А. Салминпа унăн хĕрĕ Алевтина.

Кĕнеке “Асрах-çке эс, тăван кĕтес” ятлă. Унта – Кивĕ Ахпÿрт, Козловка тата Пăлакасси ялĕсен историйĕ. Сĕм авалтан паянхи куна çитиччен. Ялсем пуçланса кайни, аталанса пыни, паянхи çитĕнÿсем çинчен. Питĕ тĕплĕ çырнă. Нумай материал пуçтарнă. Эпĕ кĕнеке содержанине каласа каяс теместĕп. Кирлĕ те мар.

Лайăх çынсем пурăнаççĕ çак ялсенче. Кашнин юратнă тăванĕсем, юратнă çыннисем, юратнă ĕçĕ пур. Манăн çак виçĕ ял çыннисене ыйтса калас килет – кĕнекене тепĕр хут вуласа тухса, ăна хак парса, авторĕсене Кивĕ Ахпÿрт, Козловка тата Пăлакасси ялĕсен хисеплĕ çыннисем ят парсан вырăнлă пулĕччĕ. Çак ыйтăвах эпĕ район администрацийĕнче пăхса тухма сĕнетĕп.

Антон САЛМИН,

Раççей наука академийĕн Этнографипе антропологи музейĕн ертсе пыракан сотрудникĕ,

Санкт-Петербург хули.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика