30 марта 2011 г.
Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 501 çын кайнă. Вĕсенчен çурри тăшманпа çапăçса пуçне хунă. 250-шĕ каялла таврăннă. Çулсем иртнĕ май вара вĕсем те сайралсах пыраççĕ. Пирĕн хушăра халĕ 7 ветеран çеç пурăнать. Вăрçа хутшăннисенчен чи кĕçĕнни, В.Раськин, 83 çулта. Вăл вăрçă çулĕсенче моряк пулнă. Чи асли–В.Яковлев. Ветеран 1915 çулта çуралнă, хальхи вăхăтра та чиперех çÿрет-ха. Иртнĕ çул хăйĕн 95 çулхи юбилейне чыслăн паллă турĕ.
Эпĕ хаçат вулакансене 1981 çулхи Çĕнтерÿ кунĕнчи сăн ÿкер-чĕкпе паллаштарасшăн. Çакнашкал сăн ÿкерчĕк пурин çемье архивĕнче упранса юлман-тăр. Çавăнпа та вăл хаçатра пичетленни тăвансене курма, пĕлĕшсене аса илме пулăшĕ тесе шутлатăп. Хальхи мирлĕ пурнăçшăн çапăçнă салтаксен ячĕ-сумĕ пирĕн асра яланлăха юлтăр.
Б.КОШКИН.