АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта çурхи ĕçсене хатĕрленесси епле шайра пынипе кăсăкланса

02 апреля 2011 г.

Çуркунне кăçал вăрăма тăсăлчĕ, ниепле те ăшă кунсем сивĕсене парăнтараймарĕç. Апла пулсан çакăнпа усă курса пĕлтĕрхи çитменлĕхсене, йăнăшсене палăртма, кăçалхи тĕллевсене пăхса тухма вăхăт. Районта çурхи ĕçсене хатĕрленесси епле шайра пынипе кăсăкланса Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче семинар-канашлу иртрĕ. Питомникри ĕç-хĕлпе район пуçлăхĕ М.Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, унăн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков, ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем, ял поселени пуçлăхĕсем, инженерсемпе агрономсем паллашрĕç.

Улма-çырла питомникĕнче çулленех хуть çур акине, хуть вырмана кирлĕ шайра хатĕрленме тăрăшаççĕ. Кунта элита, суперэлита вăрлăхсемпе усă кураççĕ, пур культурăна та çителĕклĕ хатĕрленĕ.

Техника паркне те хурламалла мар. Хальхи вăхăтра кунта 13 трактор шутланать, кивĕреххисене те сăрласа çĕнетнĕ. Кăкарса çÿремелли хатĕрсем те паян тесен паян ĕçе тухма юрăхлă. Кадрсем тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çук. Техникăна юсама условисем туса панă.

Мероприятие хутшăнакансем улма-çырла питомникĕн тырă склачĕпе те паллашрĕç. Кунта тирпейлĕ, таса. Пур вăрлăха та алласа кондицие юрăхлă тунă, михĕсем ăшне тултарса çыхса е çĕлесе хунă. Ăçта мĕнле сорт упранни те çырса хунăран тÿрех паллă. Михĕсене ятарлă хумалли хатĕрсем çине те вырнаçтарнă, шăшисем ан тапăнччăр тесе наркăмăш хунă.

– Паяна акмалли вăрлăхсен 77 проценчĕ кăна кондициллĕ, пĕлтĕр вара 86 процент пулнă. “Югель”, “Чулпан”, “Заря” хуçалăхсем анализ валли вăрлăх пĕрре те илсе килмен. Акаччен нумай вăхăт юлмарĕ, ырана хăварса пырас марччĕ. Тĕрлĕ чирпе чирлекен вăрлăхсем кăçал вара пĕлтĕрхинчен сахалрах, апла пулин те вĕсене имçамласа акмалла, – терĕ “Раççей ял хуçалăх центрĕ” федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн районти уйрăмĕн начальникĕ О.Глухов канашлăва хутшăнакансене.

Чăваш Республикинчи Федераллă службăн ветеринари тата фитосанитари надзор управленийĕн ертÿçин çумĕ Н.Романов пирĕн районта ытти регионсенчен вăрлăх туяннă чухне пысăк йăнăшсем туманнине палăртрĕ, çавăн пекех документсене тĕплĕн пăхмаллине палăртрĕ.

Питомникре пĕлтĕр çамрăк хунавсене тумламлă шăвару мелĕпе усă курса çи-тĕнтернĕ, çапла майпа шăрăх çантăлăкра хăрса каясран хăтарса хăварнă. Канашлăва хутшăнакансем ятарлă хатĕре лайăхрах курма пултарчĕç.

Хуçалăх территорипе паллашнă хыççăн улма-çырла питомникĕн директорĕ В.Барышников хăйсен ĕç-хĕлĕпе, тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Çунтармалли сĕмелли материал, удобрени кирлĕ чухлĕ хатĕрленине пĕлтерчĕ.

Семинар-канашлăвăн теори пайĕ улма-çырла питомник администрацийĕн акт залĕнче иртрĕ. Район администраци пуçлăхĕ Н.Глухов çĕр-шыв премьер-министрĕ Владимир Путин мăйракаллă шултра выльăхсен йышне упраса хăварнă регионсене федераци бюджетĕнчен 5 миллиард тенкĕ хушма пулăшу парасси çинчен калакан йышăнăва алă пуснине, çак регионсен шутĕнче Чăваш Республики те пуррине пĕлтерчĕ. Николай Иванович çур акипе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатрĕ, яваплă тапхăра вăхăтра ирттерсе ярасси пирки пурин те çине тăрса ĕçлемеллине каларĕ.

АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков районти ял хуçалăх предприятийĕсем пĕлтĕрхи çула мĕнле вĕçленипе паллаштарчĕ. Яваплă тапхăр ăнăçлă иртсе кайтăр тесен мĕн-мĕн тумалли пирки чарăнса тăчĕ. Паяна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культура вăрлăхĕсене 39499 центнер тĕрĕсленĕ, никĕсе хывма 37090 центнер кирлĕ.

Минераллă удобренисĕр пысăк тухăç илеймĕн. Вăл районĕпе 3000 тоннăран кая кирлĕ мар, хальхи вăхăта 1450 тонна пур.

Яваплă тапхăра ял хуçалăх техникисен 71-91 проценчĕ хутшăнма юрăхлă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсенчен дизель топливи кирлинчен – 76, А-76 автобензин – 85, дизель масли 43 процент чухлĕ хатĕр.

Çур аки вăхăтĕнче ĕç сыхлавĕн хăрушсăрлăхне пăхăнасси, вăй хуракансене кунне 2-3 хутчен апат çитересси, çапла майпа вăхăта перекетлĕ усă курасси пирки те сăмах хускатрĕ М.Калмыков.

Семинар-канашлура çавăн пекех ра-йонти Гостехнадзор начальникĕ И.Ва-сильев, ĕç сыхлавĕн инженерĕ Г.Крылов, тĕрлĕ банк тата удобренипе, гербицидпа тивĕçтерекен фирма представителĕсем тухса калаçрĕç.

О.ПАВЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика