02 апреля 2011 г.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Вĕрентÿ ĕçĕнче те çĕнĕ технологисем кĕртсех тăмалла. Темиçе çул каярах компьютер, кĕсье телефонĕ çинчен те тĕлĕнерех çеç калаçаттăмăр. “Вĕрентÿ” наци проекчĕ те шкулсене малалла аталанма чылай май пачĕ.
Паян вара педогогика коллективĕ çитĕнекен ăрăва шăпах самана таппи майлă хатĕрлесе пыма тăрăшать. Шкулта 342 ача вĕренет. Вĕсенчен 28-шĕ кăçалхи пулас выпускниксем. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем çывхарнă май вĕрентÿ технологийĕсен центрĕнче хатĕрленĕ заданисемпе сăнавлă тĕрĕслевсем йĕркелерĕмĕр. Ачасен ĕçĕсене пăхса тухнă. Халĕ тĕплĕн алла илеймен темăсене шĕкĕлчеççĕ.
Шкул аслă вĕренÿ заведенийĕсен специалисчĕсемпе çыхăну тытнине ырлаççĕ ачасен ашшĕсемпе амăшĕсем. Санкт-Петербургран, Шупашкартан профессорсем, наука кандидачĕсем килсе лекцисем вуланин усси пурах. Пĕрремĕш çул çеç ĕçлеместпĕр çакăн пек. Алла аттестат илнĕскерсем кайран вĕсен вĕренÿ заведенийĕсенче малалла пĕ-лĕвĕсене тăсни те кăмăллă.
Кадрсен енĕпе илес пулсан шкулта япăх мар пирĕн. Вăхăтра аттестаци витĕр тухаççĕ. Аслă, пĕрремĕш категориллĕ специалистсем ĕçлеççĕ. Чылайăшĕн стажĕ пысăк. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче иккĕшĕн тивĕçлĕ канăва тухма çулĕсем çитрĕç. Кăçал виççĕшĕ хатĕрленеççĕ. Малалла ĕçлес кăмăлĕсем пуррине хирĕçлемен.
Хула тата район центрне çывăх шкулсенче хушма вĕренÿ илме ансатрах, тĕрлĕ центрта кружоксем, секцисем ĕçлеççĕ. Çакна та шута илме тăрăшатпăр эпир те. 10 вĕрентекен 12 кружок ертсе пырать. Çамрăк биолог, информатика тĕнчи, шашка-шахмат, волейбол, баскетбол енĕпе занятисем пулаççĕ.
Шкултан вĕренсе тухакансенчен ытларахăшĕ университетсене, институтсене, академисене малалла çул тытни лайăх. Вырăнта илнĕ пĕлÿ никĕсĕ çирĕп пулнине çирĕплетет çакă. Шкулсен вĕренÿ ĕçне хакланă чухне те аван. Пĕр шутласан, аслă вĕренÿ заведенийĕсене каясси йăлана та кĕрсе кайрĕ пулас, çемье сумĕ ĕнтĕ. Çав вăхăтрах ял шайĕнче кирлĕ профессисене илсен вырăнлă та теме пулать. Мĕнрен начар, акă, газоэлектросварщик; Раççей, республика Президен-чĕсем калашле штамповка евĕр тухакан хăш-пĕр специалистсенчен усси сахал-çке. Çак шухăша та ачасем патне çитерме тăрăшатпăр эпир.
Ертсе пыракансенчен те сахал мар ыйтаççĕ. Халĕ директорсем менеджмент курсĕсене çÿреççĕ. Мĕн вĕреннине хÿтĕлемелле пулать кайран. Çĕнни тĕл пулатех унта. Çавна май педагогсен ĕç условийĕсене лайăхлатса пыма тăрăшатпăр. Пурне те пурнăçа кĕртме те çук. Компьютерсен программине васкасах çĕнетейместĕн. Халĕччен усă курнă электронлă вĕренÿ хатĕрĕсем сая каяççĕ. Юсав ĕçĕсем çулленех тупăнаççĕ. Шкул автобусĕсем те çĕмĕрĕлмесĕр тăмаççех.
Ĕçне кура тÿлевĕ тесе ĕлĕкех каланă. Çакна тĕпе хурса ĕç укçи çумне хушăнакан хавхалантарăва паратпăр. Вăл кашни çыннах тивĕçет. Ăна балпа хаклатпăр. Кăрлач уйăхĕнче кама миçе балл парассине çĕнĕрен пăхса тухрăмăр. Регион, республика, район, шайĕнчи ăмăртусемпе конкурссенче çĕнтермешкĕн призерсем хатĕрлени бала ÿстеретех. 10-15 балпа ларакан учитель çук шкулта. 37-48 балпа танлашать ĕçлекен хавхалантарăвĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене хатĕрлекенсен ĕçне тивĕçлипе хаклатпăрах.
Вăхăтран мала каяймастăнах. Кун-çул уттипе пырса эпир те çĕнĕлĕхсене май килнĕ таран ĕçе кĕртсе пырасшăн.
В. ЧЕРНЫШЕВ,
Первомайскинчи вăтам
шкул директорĕ.