АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĕНЕКЕ УЯВĕ ИРТРĕ

02 апреля 2011 г.

Районти ача-пăча библиотекинче Ача кĕнекин эрни иртрĕ. Ăна çуркуннехи каникулта йĕркелени питех те вырăнлă пулчĕ. Кĕнеке уявне ирттересси 1943 çултах пуçланнă. Ăна ача-пăча писателĕ Л. Кассиль йĕркелесе янă. Дневникĕ çине вара 1961 çултан çырса пыма тытăннă. Пĕрремĕш уява хутшăнакансен аса илĕвĕсем те кăмăллă: “Пушăн 26-мĕшĕнче “Охотный ряд”, “Площадь Свердлова” метро станци-йĕсенчен тухнă, троллейбуссемпе трамвайсенчен аннă ачасем Союзсен çурчĕн колоннăллă залне чупрĕç. Кивĕ курткăсемпе, тĕпленĕ çăм атăсемпе хăйсем. Хыçра–Тăван çĕр шывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш хĕлĕ. Шуранка, вăйран хавшанă ачасен куçĕсем çеç чĕррĕн пăхаççĕ. Çурта кĕнĕ çĕрте вĕсене çар тумĕ тăхăннă Хĕрлĕ Çăлтăр орденлĕ майор, кĕнеке издательствин директорĕ Л. Дубровина тата “Хисеп палли” орденлĕ Л. Кассиль кĕтсе илеççĕ.

Районти Ача кĕнекин эрнине уçма Печкин почтальон, Шапокляк, Незнайка тата ытти сăнарсем те килнĕ. Незнайка хăйĕн йăнăшĕсене ăнланчех. Нумай кĕнеке вуламаллине туйрĕ.

Библиотекарьсене, вулакансене, ашшĕ-амăшне Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕ А. Моисеев саламларĕ. Уява вăл парнепе–кĕнекесемпе килнĕ. Кĕнеке юратакансем сăвăсем вуларĕç, искусство шкулĕнчи фольклор ушкăнне çÿрекенсем юрласа савăнтарчĕç.

Уява хатĕрленĕ кĕнеке выставкисем те илĕртÿллĕ.

А. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика