АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йыш чакнă

02 апреля 2011 г.

Росстат пĕлтернĕ тăрăх Раççейре 142905,2 пин çын пурăнать. Экспертсен шутлавĕпе килĕшÿллĕн пирĕн çĕр-шыври халăхăн йышĕ сакăр çулта (2002 çулхи çыравранпа) 2,3 млн. çын е 1,6 процент сахалланнă.

Чăвашстат та пĕтĕм-летÿсем тунă. Малтанлатса палăртнă тăрăх çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ мероприятире Чăваш Енре 2010 çулта ялан пурăнакан 1251,6 пин çынна шута илнĕ. 2002 çулхи çыравпа танлаштарсан 62,2 пин çын (4,7 процент) чакнă.

Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта 588,5 пин е республика халăхĕн 47 проценчĕ тĕпленнĕ (2002 çулта – 44 процент). Асăннă хуласемсĕр пуçне (вĕсенче 2,6 тата 7,1 процент хутшăннă), ытти хула-районта пуринче те йыш чакнă. Çухату уйрăмах Улатăр (20,3 процент), Хĕрлĕ Чутай (19,8 процент), Пăрачкав (19,2 процент), Çĕмĕрле (19,0 процент) тăрăхĕсенче пысăк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика