02 апреля 2011 г.
Республика Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă “Çамрăксене шанмалла” Çырура вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче ĕçлекен ертÿçĕсен ячĕпе çапла калани пур: “ Паян пултаруллă тата лайăх хатĕрленсе çитнĕ ертÿçĕсем кăна муниципалитет пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тухăçлă йĕркелеме пултараççĕ...
Çĕнĕрен суйланнă вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче вырăнти бюджетсене кĕрекен налуксен кал-кал аталанăвне лайăхлатас енĕпе тата халăха налук культурине ÿстерес тĕлĕшпе пысăк тĕллевсем тăраççĕ”.
Пикшик ял поселени пуçлăхĕпе Зульфир Рафаилович Алигберовпа хăй тытăмлăх органĕн ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăх тĕллевĕ пирки сăмах пуçарсан, çĕнĕ хуçа хатĕрленсе тăнă пекех çирĕппĕн çеç:
– Паян ял поселенинче тумалли, çĕнетмелли, ĕçлемелли пайтах. Халăх ыйтнипе çакна пĕлсе тăрсах хамăн кандидатурăна каялла илмерĕм. Хамăрăн тупăш никĕсне хамăрăнах йĕркелемелле, пурнăçа лайăхлатмалли условисем тумалла. Çавăнпа та малашне вырăнти халăхпа пĕр-пĕрне пулăшса пырса ĕçлени питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ,–терĕ.
Пикшик ял поселенийĕ районта пысăккисен йышĕнче. Паян ултă ялти 1075 хуçалăхра 3207 çын пурăнать. Ял поселенийĕ хăйне евĕр интернационалла “çемье”. Кунта чăвашĕ те, тутарĕ те, вырăсĕ те килĕштерсе хутшăнаççĕ. Ытларах çĕр ĕçĕпе тимлеççĕ, хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх çитĕнтереççĕ. Хуçалăха аталантарма банксем урлă çăмăллатнă кредит илекен çемьесем те йышлă. Районти ытти ял поселенийĕсемпе танлаштарсан кунта фермер хуçалăхĕсем вăйлă аталанаççĕ. Паянхи куна 64 фермер.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн тĕп тĕллевĕ – халăхăн пурнăç шайне ÿстересси, инфратытăма лайăхлатса çĕнетесси, çамрăксем сывă та тĕреклĕ ÿсчĕр тесе мĕнпур условисем туса парасси. Çакна тĕпе хурсах вĕсем кăçал çуртсене комплекслă, компактлă тăвас тĕлĕшпе ĕçлекен федераллă программăна кĕме хăйсен планне тăратнă. Унта вара конкретлă пурнăçламалли плансем çителĕклĕ: Пикшикри культура çуртне, ача садне çĕнетмелле, вăтам шкулăн авариллĕ спорт залне, çав вăхăтрах урамсене тирпейлемелле, çĕнĕрен йĕркеленĕ урамсене электрификацилемелле, хуçасăр çĕрсене шута илсе пĕтермелле тата ытти те. Ял поселени пуçлăхĕ каланă тăрăх, хальхи вăхăтра Еншикри Çамрăксен, Хирти Пикшикри Ф.Камалетдинов ячĕллĕ урамсене электричество кĕртессипе ĕçлеççĕ. Фирдус Камалетдинов ячĕллĕ урама çул сарма проект хатĕр.
Хăй тытăмлăх органĕнче ял çыннине пăшăрхантаракан ыйтусене татса парас ĕçре депутатсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăхран налук пуçтарса вырăнти хыснана пуянлатассипе те, ялсене тирпей-илем кĕртессипе те ытларах вĕсен тимлеме тивет. Çавăнпа та чылай ыйтăва ял поселенинчи депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче сÿтсе яваççĕ. Обществăлла ĕçсенче уйрăмах Э.Молотков, Д.Алимов, Ф.Чернова, В.Базманкин, Н.Паймуллин депутатсен хастарлăхне палăртса хăвармалла.
Пĕтĕмĕшле илсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче Алигберовсем çĕнĕ çын мар темелле. Çак системăра вĕсен çемье династийĕ нумай ĕç опычĕ пухнă. Ял поселени пуçлăхĕн амăшĕ, Рузалия Фасхутдиновна чĕрĕк ĕмĕр ытла ял Советĕнче тăрăшнă. Унăн шăллĕ, К.Каштанов та кунта ĕçлесе пуян опыт пухнă. Паян вара Зульфир Рафаиловичăн мăшăрĕ, Эльфия Рамиловна та ял поселенийĕн ĕçченĕ. Урăхла каласан, йывăрлăхсене çĕнтерме, халăхшăн усăллă ĕç тума çак çемьен мехел çитет темелле.
А.ЕГОРОВА.