АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акăлчанла сăвăсем вуларĕç

06 апреля 2011 г.

Районти акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсем тата вĕсен вĕренекенĕсем çулсерен тĕрлĕ конкурса хастар хутшăнаççĕ. Пуш уйăхĕнче Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулта 9-11 класра вĕренекенсен “Акăлчан чĕлхин поэзийĕ” сăвă вулакансен конкурсĕ пулчĕ. Пурĕ 30 вĕренекен унта хутшăнма кăмăл турĕ. 11 класра вĕренекенсенчен Аслă Чементи Н.Басовпа М.Латышова çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕç. Паллă Шотланди поэчĕ Р.Бернс тата унăн юратнă çынни Д.Армоур калаçнине питĕ лайăх кăтартса пачĕç. 10 класра вĕренекенсенчен малти вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А.Чабатов тухрĕ. Хăйĕн сăввипе çыхăнтарса вăл Крым тутарĕсен ташшине пурне те кăмăла каймалла ташласа пачĕ. Тăххăрмĕшсенчен комисси членĕсем пĕр шухăшлă пулса Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В.Алексеевăна малти вырăна пама йышăнчĕç. Вăл Д.Байрон çырнă сăвва вуласа çеç мар, юрласа та кăтартрĕ.

Вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Л.Базунова вĕренекенсене тата вĕрентекенсене тав турĕ, çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе чысларĕ.

Н.КОШЕЛЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика