АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп ыйту – шыв-шуртан асăрханасси

06 апреля 2011 г.

Район админстрацийĕн структура подразделени-йĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнчи тĕп ыйту – çанталăк ăшăтса пынине кура, шыв-шур тапхăрне пысăк яваплăха туйса, тĕплĕн хатĕрленесси. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов вырăнсенче гидротехника сооруженийĕсене, пĕвесене пăхса тăрас, шыв çулĕсене вăхăтра уçас, вырăнти халăхпа профилактика ĕçĕсем ирттерессине çи-вĕчлетнĕ. Мухтав Турра, ку таранччен юр нумай çунипе, ăна вăхăтра тасатса тăманнипе районта инкек-синкек, пăтăрмах пулман. Шыв-шур тапхăрне хатĕрленсе ĕçлекен районти, вырăнти комиссисем оперативлă, кирлĕ ĕçсене вăхăтра йĕркелесе тăрсан, ейÿ сарăлнине те ăнăçлах парăнтарма пулĕ

Хальхи вăхăтра районти тепĕр пысăк ыйту– çур акине кирлĕ пек хатĕрленсе планпа пăхнă культурăсене акса-лартса хăварасси. Çавăнпа та хуçалăхсенче вăрлăхсене кондицие çитересси, минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ хатĕрлесси, çур акине хутшăнакан техникăна юсаса, тирпейлесе çитересси– кун йĕркинчи çивĕч тĕллев пулмалла.

Канашлура район бюджечĕпе, налукпа çыхăннă тата ытти ыйтăва те сÿтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика