06 апреля 2011 г.
Патăрьел районĕнчи АПК предприятийĕсем Чăваш Республикинчи ял хуçалăх министерствине çулталăк отчечĕсене парса пĕтернĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем ял хуçалăх продуцине сутса 297 миллион та 212 пин тенкĕ кĕртнĕ, ку вăл 2009 çултинчен 67 миллион та 647 пин тенкĕ сахалтарах. Тăкак 10 миллион та 770 пин тенкĕлĕх пулнă, 2009 çулта таса тупăш 60 миллион та 337 пин тенкĕпе танлашнă.
Тĕш тырă 6495 тонна, маларахри çултинчен 6 хута яхăн сахалрах, пухса кĕртнĕ. Тыррăн хăй хаклăхĕ пĕр килограмм пуçне 7 тенкĕ те 52 пуса ларнă.
Çĕр улми тухăçĕ те 2009 çултинчен 7 хут пĕчĕкрех, 4502 тонна пуçтарса илнĕ.
Пахча çимĕç 53 тонна, маларахри çултинчен 10,7 хут сахалрах, тухнă.
Выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукцинчен 135 миллион та 942 пин тенкĕ укçа кĕнĕ. Районĕпе ку отрасльтен тăкак 5 миллион та 302 пин тенкĕ курнă. Сĕт сутса кăна тупăш 23 миллион та 458 пин тенкĕ кĕнĕ, рентабельность 48 процентпа танлашнă.
2010 çулта 37 миллион тенкĕлĕх 47 единица техника туяннă: 21 трактор, 11 комбайн, 9 сеялка тата акакан комплекссем, 2 çĕр улми лартаканни, груз турттаракан 2 автомобиль.
Ĕç укçи фончĕ 74 миллион та 179 пин тенкĕпе (2009 çултинчен 13 миллион та 170 пин тенкĕ пĕчĕкрех) танлашнă. Вăтам шалу 5887 тенкĕ пулнă.
Кăтартусем 2009 çултипе танлаштарсан чылай пĕчĕкрех, кунта çулла питĕ шăрăх тăни витĕм кÿнĕ.
(Хамăр корр.)