06 апреля 2011 г.
Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕ А.Алеев (ÿкерчĕкре) Чăваш Ен Президенчĕн вĕренÿре, спортра, тĕпчев ĕçĕнче, производствăра тата ытти çĕрте те курăмлă çитĕнÿ тунă 1000 çамрăка хавхалантарса стипенди памалли списока ытахальтен кĕмен. Арслан кĕçĕн класран пуçласах хăйпе пĕр виçеллисемпе кĕрешме кавир çине тухнă, çав вăхăтрах алă вăйне виçессипе те ăмăртусене хутшăннă. Ачасемпе çамрăксем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешес тата армспортпа аслă категориллĕ тренер-преподаватель И.Алеев (ашшĕ) ертсе пынипе ырми-канми тăрăшни, тренировкăсем туни усăсăр иртмен. Паян Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вуннăмĕш класра вĕренекен А.Алеевăн çитĕнĕвĕсемпе савăнмалăх пур. Арслан ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тата армспортпа Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ. Вăл Чăваш Республикинче те, Атăлçи федераци округĕнче те спортăн çак енĕсемпе пĕр хутчен мар çĕнтерÿçĕ пулнă. Пĕлтĕр вара вăл ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ра-йонти Акатуй-сабантуйра абсолютлă чемпион ята çĕнсе илсе така илме тивĕçнĕ.
А.Алеевăн ку таранччен тунă çитĕнĕвĕ чикĕ мар. Çавăнпа та вăл спортра малашне тата пысăкрах çитĕнÿ тума ĕмĕтленет.
А. НИКОЛАЕВА.