06 апреля 2011 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн 7в, 10а, 6б, 6в класĕсенче вĕренекенсем чăваш халăхне çÿле çĕкленĕ Андриян Николаев космонавт çуралнă çĕр-шыва – Шуршăла – кайса килчĕç. Кунта ачасемшĕн çĕнни, тĕлĕнмелли, пĕлмелли питех те нумай пулчĕ.
Виççĕмĕш космонавт ача чухне пирĕн пекех пулнă. Вăл выляма юратнă, пулла çÿренĕ, ĕçленĕ, вĕреннĕ. Çав вăхăтрах пĕчĕк Андриян ыттисенчен уйрăлса та тăнă. Вăл мĕн пуçланă ĕçе вĕçне çитичченех тума тăрăшнă, нимрен те хăраман, ырă кăмăллă пулнă, юлташĕсене, ашшĕ-амăшне юратнă. Вĕренессипе те вăл яланах малти ретре пулнă, юлташĕсене инкекре нихăçан та пăрахман. Çакăнта курăнать те ĕнтĕ çыннăн тăрăшулăхĕ, чăтăмлăхĕ, пултарулăхĕ.
...Музея кĕрсен темĕнле хумхану чуна çавăрса илет. Вĕçевре усă курнă скафандрсене, космос карапĕн люкне курсан космонавт уçă тÿпене тухсан хăйне мĕнле туйнине пăртак та пулсан ăнланса илме пулать.
Ачасем музейра космонавт вĕреннĕ класра пулчĕç, вăл вĕреннĕ парта хушшине ларчĕç. Андриян Григорьевич çуралса ÿснĕ çурта та кĕрсе курчĕç. Юлашкинчен ун вил тăпри патĕнче пулчĕç.
Экскурсовод халиччен пĕлмен япаласем çинчен чылай каласа кăтартрĕ.
Çак çул çÿрев ачасемшĕн нумайлăха асра юлĕ.
С. ПОПОВА, В. ФЕДОРОВА,
вĕрентекенсем.