09 апреля 2011 г.
Призыв комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ, призыв комиссийĕн председателĕ Н.Глухов ертсе пынă.
Ларура çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ В.Лященко районта çамрăксене çара ăсатмалли кĕркуннехи тапхăр мĕнле иртсе кайнине пĕтĕмлетнĕ, 2011 çулхи çурхи призыва ăнăçлă ирттерсе ямалли тĕллевсемпе паллаштарнă. Кĕркунне пирĕн районти 127 каччăн Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме кайма ят тухнă. Çара ăсатассипе плана 100,6 процент пурнăçланă. Контрактпа 34 çынна çар службине янă.
Малалла район администрацийĕн пуçлăхĕ,призыв комиссийĕн председателĕ Н.Глухов 18 çул тултарнă çамрăксене салтака илсе каймалли тапхăрăн план-задание çирĕп пăхăнмалли, ку енĕпе призыв комиссийĕн членĕсен, уйрăмах медицина ĕçченĕсен, хăйсен ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçламаллине каланă.
Çуркунне 140 каччă комисси витĕр тухмалла. Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче 50 çамрăк медицина комиссийĕнче хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Çуркуннехи призыв утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать.
Çул çитнĕ çамрăксене çара ăсатассипе кĕркуннехи призывра уйрăмах Ишлĕ, Аслă Чемен, Çĕнĕ Ахпÿрт, Туçа, Çĕньял ял поселенийĕсем ăнăçлă ĕçленĕ. Çар службинчен пăрăнса çÿрекен граждансене шырассипе Кзыл Чишма, Тутар Сăкăт, Аслă Чемен, Сăкăт, Туçа ял поселенийĕсен хастарлăхне палăртмалла. Çав вăхăтрах çамрăксене çар ретне ăсатас ĕçе Пăлапуç Пашьел, Турхан, Ыхра Çырми ял поселенийĕсенче лайăхлатмаллах. Призыв комиссийĕн ларăвĕнче çул çитнĕ çамрăксене çĕр-шыв хÿтĕлевçисем пулма хатĕрлессипе витĕмлĕрех ĕçлемеллине каланă.
(Хамăр корр.)