АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç

09 апреля 2011 г.

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Патăрьелĕнче кăнтăр районĕсем хушшинче семинар-канашлу иртрĕ. Унта Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк, Йĕпреç, Канаш районĕсенчи учреждени ертÿçисемпе тĕп бухгалтерсем, республикăри тĕрлĕрен министерствăсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Аслă пухăвăн теми: “2010 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче йышăннă 83-мĕш номерлĕ Федераллă саккуна пурнăçа кĕртнĕ май патшалăх (муниципаллă) учрежденисенчи пурлăх хутшăнăвĕсем тата финанспа тивĕçтерессин хăйнеевĕрлĕхĕ çинчен”. Семинар-канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пычĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явиччен Николай Иванович семинар-канашлăва хутшăннисене çак тĕллевпе ку таранччен пирĕн районта мĕнле ĕçсем туса ирттернипе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн, саккуна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе мероприятисем йĕркелеме 2010 çулхи раштавăн 6-мĕшĕнче комисси туса хунă. Çак ĕçсене район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов координацилесе тăрать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 402-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн кăçал пирĕн районта 76 учреждени хăйсен типне улăштармалла. Учрежденисем виçĕ тĕрлĕ пулма пултараççĕ: хысна, автономлă, бюджет. Патăрьелсем ку тĕлĕшпе ĕçлеме пикеннĕ. Хальхи вăхăтра “Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ” муниципаллă хушма вĕрентÿ учреждени-йĕпе “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕ” муниципаллă учреждение пĕрлештерсе автономлă учреждени тăвас ĕç пырать. Районĕпе 55 бюджет, 20 автономлă учреждени пулмалла.

Çак çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртнин тĕлевĕ– пурлăха тата бюджет укçине эффективлă усă курассине ÿстересси, муниципаллă учрежденисен уççăнлăхĕ. 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен бюджет учрежденийĕсем патшалăх заказне пурнăçланă тăрăх субсиди илеççĕ.

Семинар-канашлăва хутшăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви тата вырăнти хăй тытăмлăх енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Г.Васильев федераллă саккун вăя кĕни республикăшăн, унăн аталанăвĕшĕн мĕнле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕ. Малалла Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ С.Иванова кун йĕркине сÿтсе явма лартнă федераллă саккуна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе туса ирттермелли мероприятисем, республикăри финанс министерствин казначейство управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Р.Николаева патшалăх (муниципаллă) учрежденисенче лицевой счетсем уçса йĕркелесе ярасси, республикăри пурлăх министерствин пай пуçлăхĕ Т.Лукина муниципаллă учрежденисенчи пурлăх хутшăнăвĕсем, республикăри вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Н.Дмитриева вĕрентÿ, республикăри спорт министерствин пай пуçлăхĕ В.Яковлева спорт, республикăри культура министерствин пай пуçлăхĕ С.Иванова культура сферисенче çĕнĕлле ĕçлесе каймалли уйрăмлăхсем, республикăри пурлăх министерствин пай пуçлăхĕн çумĕ Л.Тупицына муниципаллă учрежденисенче тĕп пурлăха шута илмелли, реестра кĕртмеллми пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕç, залра ларакансен ыйтăвĕ-сене хуравларĕç.

А.НИКОЛАЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика