09 апреля 2011 г.
Ыхра Çырминчи вăтам шкулта çак ялти Напольная тата Новенькая урамсенче пурăнакансем пысăк концерт лартса панă. Культура мероприятине вĕсем Ыхра Çырми ялĕ пуçланса кайни 340 çул çитнине халалланă, билет сутса пуçтарăннă укçана вара республикăра малалла тăсăлакан “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх марафонĕн счечĕ çине куçарма тĕллев тытнă. Пĕрремĕш концертран ачасен ырă пуласлăхĕшĕн виçĕ пин тенкĕ пуçтарăннă. Уяв концертне ытти урамсем малалла тăсĕç.
Халăх умне тухнă пултарулăх ушкăнĕнче ватти те, вĕтти те пулнă. Виçĕ сехете тăсăлнă концерта ял çыннисем тăвăллăн алă çупса йышăннă.