13 апреля 2011 г.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалласа ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану, ЧР физкультура, спорт тата туризм министерствисем, ЧР Муниципалитет йĕркелĕвĕсен канашĕ пуçарнипе “Сывлăхлă Чăваш Ен” курав конференцийĕ иртрĕ. Унта республикăн ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем, медицина общественноçĕн, вĕренÿ, физкультурăпа спорт, общество организацийĕсемпе пĕрлешĕвĕсен тата массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.
ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ В.Муллина иртнĕ çул республикăра çынсен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе мĕн-мĕн тунине каласа кăтартрĕ. Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç çулĕ, Раççейрипе танлаштарсан, пысăкланнине, ача çураласлăхĕ малтанхи çулринчен ÿснине, пĕлтĕрхи кăтарту юлашки 19 çулта чи лайăххи пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех юн çаврăнăшĕпе, чĕре чирĕсемпе, юн пусăмĕ пысăкланнипе чирлекенсем нумайланнине, сывлăхĕсене тĕрĕслеттернĕ ачасенчен 92 проценчĕн тĕрлĕ чирпе нушаланас хăрушлăх пуррине, халăха диспансеризаци витĕр кăларнин усси пуррине пĕлтерчĕ, сывлăх – чи хаклăх пуянлăх, Чăваш Ен экономикине аталантармалли çирĕп никĕс пулнине каларĕ.
Шупашкар хула администрацийĕн сывлăх сыхлавĕпе социаллă политикин управленийĕн начальникĕ Д.Марков “Шупашкар хулин сывлăх профилĕ” презентацине ирттерчĕ. Ăна пĕтĕмĕшле хак пачĕç.
ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕ А.Николаев республикăри çынсен сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе юлашки çулсенче 21 физкультурăпа спорт комплексĕ, 3 стадион, бассейнсем тунине, анчах ку çителĕксĕррине, çавна май тата 30 объект хута яма е реконструкцилеме палăртнине пĕлтерчĕ.
Курав конференцине вĕçленĕ май В.Муллина министр республика халăхĕн сывлăхне çирĕплетме пурин те пĕрле кар тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассине вăйлатма сĕнчĕ.
О.ПАВЛОВА.