13 апреля 2011 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов Патăрьелĕнчи учреждени, организаци-предприяти тата райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура тĕп калаçу тирпей-илем тавра пычĕ. Николай Иванович пухăннисене Мускав хулин Хĕвел анăç административлă округĕн префектуринче муниципаллă пĕр-лĕхсен пуçлăхĕсемпе йĕр-келенĕ тĕл пулура палăртнă тĕллевсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Çуркунне çитнĕ май тирпей-илем ыйтăвĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн те çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Юр айĕнчен тухакан тасамарлăх тÿрех куçа тирĕнет. Хамăр пурăнакан вырăна вара кашнинех тирпейлессшишĕн, ешĕллетессишĕн тăрăшмаллах.
Учреждени, организаци-предприяти территорийĕсенчи санитари тасалăхĕ пирки райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ И. Дикин сăмах пуçарчĕ. 2011 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕ – июнĕн 5-мĕшĕсенче районта Экологи хăрушсăрлăхĕнчен хÿтĕленмелли кунсем иртеççĕ. Хÿтлĕх кунĕсенче апрелĕн 5-мĕшĕ – майăн 15-мĕшĕсенче йывăç лартмалли, тасатмалли, тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăх пулать. Апрелĕн 29-мĕшĕнче тата майăн 6-мĕшĕнче районта пур çĕрте те субботниксем иртĕç. Çак вăхăтра хăтлăх кĕртнисĕр пуçне йывăçсем те лартма палăртнă. Таса çĕрте пурăнма та, ĕçлеме те кăмăллă. Апла пулсан тирпей-илем пирĕншĕн ют ан пултăр.
(Хамăр корр).