13 апреля 2011 г.
Пурнăç çулĕ–аслă çул. Анчах унпа утса тухма пурне те пĕр шăпа пÿрмен. Кивĕ Катекри А.Платонован ку тĕлĕшпе Турра сывлăх панăшăн мухтама, çĕре çити пуç тайма сăлтавĕ пысăк. Александра Платоновна ыран шăп та лăп 100 çул тултарать.
Икĕ ĕмĕр çыннин пурнăçĕ çăмăл пулманни каламасăрах паллă. Вăрçă çулĕсене те, выçлăх нушисене те, репресси тискерлĕхне те чăтса ирттернĕ вăл. Вăхăтĕнче арçынла вăй-хăватпа сухапуç та туртнă, ака-суха тунă, вăрман каснă... Пĕр ĕмĕр хушшинче курман нуши те сахал пулĕ. Мĕнпур йывăрлăха чăтса ирттернĕ хĕрарăма ыран çывăх тăванĕсем, пĕлĕшĕсем питĕ пысăк юбилейпе саламласа савăнăçне пĕрле пайлĕç.