13 апреля 2011 г.
Иртнĕ вырсарникун Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Хирти Пикшикре çуралса ÿснĕ, анчах ку тĕнчери пурнăçран çамрăкла уйрăлнă юрăç, нумай сăвăсен авторĕ Ринат Гайнетдинова асăнса тата хисеп туса “ Пурăнмалла, тата пурăнмалла” ятпа эстрада юррисен фестивалĕ иртнĕ. Сцена ăстисем кÿршĕ районсенчен çеç мар, Хусан, Чĕмпĕр хулисенчен те инçе çула çывăхлатса çитнĕ.
Фестивале çамрăк артистсемсĕр пуçне аслă çулхисем те хутшăннă. Чи кĕçĕн юрăç 6 çулта пулнă. Каçал тăрăхĕнчи арçын ача залра ларакансене чăнласах та хăйĕн сассипе тыткăнланă. Чи пултаруллă та ăста юрлакансене пурне те хаклă парнесемпе чысланă.
Ринат Гайнетдинов ячĕпе йĕркеленĕ эстрада юррисен фестивалĕ тăватă сехете тăсăлнă пулин те куракансем кашни артистах тăвăллăн алă çупса йышăннă.