АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрне интереслĕ Иртрĕ.

13 апреля 2011 г.

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта биологипе хими эрни иртрĕ. 8–11 классенче вĕренекенсем сывă пурнăç йĕркипе çыхăнтарса “Алкоголь–симĕс çĕлен”, “Спид – ХХ ĕмĕр чуми”, “Наркомани – вилĕм”, “Туртни ырă патне илсе пымасть” темăсемпе бюллетеньсем кăларчĕç. Ребуссен, шарадăсен, кроссвордсен тупсăмĕсене кашни класс шырарĕ. Тĕрĕс хурав паракансем парнесене тивĕçрĕç. 8–9 классен командисемпе Г.Сабитова учительница “Хăвна хăв пулăш” темăпа мероприяти ирттерчĕ. Вĕренекенсем çан çурăма çирĕплетес енĕпе, П.Иванов мелĕ çинчен калаçу йĕркелерĕç.

Д.Алимова 6–7 классемпе “Çут çанталăка пĕлекенсем” темăпа викторина ирттерчĕ. Çиччĕмĕшсем çĕнтерчĕç. Уйрăм вĕренекенсенчен Б.Айзатуллов, В. Рахматуллова, А.Файзуллина, И.Насибуллова мала тухрĕç.

Шăнкăрч вĕллине хатĕрлекенсен конкурсĕ иртрĕ. Унта М.Айнетдинов, М.Козлов, М.Мухутдинов çĕнтерчĕç.

Вĕренекенсем экологи юмахĕсене пăхрĕç. Г.Сабитова уçă урок ирттерчĕ. Юлашкинчен эрнене пĕтĕмлетрĕç.

А. АБЯНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика