13 апреля 2011 г.
Аслă Чементи вăтам шкулта акăлчан чĕлхи эрни иртрĕ. Н.Кошелева тата Г.Полякова вĕрентекенсем кăсăклă конкурссем, вăйăсем йĕркелерĕç. 5–8 классенче вĕренекенсем “Англине пĕлетĕр-и эсир;” викторинăна хутшăнчĕç. М.Матюшикна, Ю.Тимошкина, М.Иванова, А.Ляпкина, А.Тимайкин, Е.Зотова тата Л.Антонова пур ыйтăва та тĕрĕс хурав парса мала тухрĕç.
6 класри “Кам ăслăрах;” уçă урока итлеме чĕлхене вĕрентекенсем пуçтарăнчĕç.
Çиччĕмĕшсем “Çăлтăрлă сехетре” тупăшрĕç. А.Вашуркинпа А.Кадушкин пĕр пек балл пухса çĕнтерчĕç. 8 класра викторина пулчĕ. Кунта М.Латышова акăлчан чĕлхине чи лайăх пĕлнине кăтартса пачĕ.
9 а тата б классем “Телейлĕ самантра” тĕл пулчĕç. Вăйă б класс команди çĕнтернипе вĕçленчĕ. 10 тата 11 классенче Надежда Васильевна акăлчан чĕлхипе информатикăна çыхăнтарса уçă урок ирт-терчĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем Г.Полякова ертсе пынипе юмахсем кăтартрĕç. Чи пĕлтерĕшлĕ мероприятисен шутĕнче сăвă калакансен конкурсĕ пулчĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен И.Дубинина, С.Макаров, К.Фролова тата К.Иванова пĕрремĕш вырăна йышăнчĕç. Вăтам классенче вĕренекенсенчен К.Убаськина, Ю.Тимошкина, М.Матюшкина, А.Ляпкина тата М.Иванова çĕнтерчĕç. Аслисенчен М.Самделовăпа К.Дубинина мала тухрĕç. Районти сăвă вулакансен конкурсĕн çĕнтерÿçисем М.Латышовăпа Н.Басов гран прине тивĕçрĕç.
Çĕнтерÿçĕсене шкул дирекцийĕ Хисеп грамотисем парса чыс турĕ. Эрне пурне те килĕшрĕ.
А. АНТОНОВА.