АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАТШАЛĂХРАН – ПУЛĂШУ

13 апреля 2011 г.

2010 çулта Юхмапа Пăла тăрăхне патшалăхран 226954 пин тенкĕлĕх пулăшу пулнă. Вăл шутран элита вăрлăхсем туяннăшăн – 8227 пин тенкĕ, минераллă удобренисемшĕн – 7346 пин тенкĕ, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсемшĕн – 4515 пин тенкĕ, ăратлă выльăх-чĕрлĕхе тытса тăма – 8697 пин тенкĕ, нумай çул ÿсекен ÿсен-тăраншăн – 160 пин тенкĕ, тăпра пулăхлăхне лайăхлатма – 4668 пин тенкĕ, тухăçа страхланăшăн – 33243 пин тенкĕ, пĕтнĕ ял хуçалăх культурисемшĕн – 43599 пин тенкĕ, кредитсен ставкисен проценчĕсемшĕн – 55073 пин тенкĕ, уйрăм хуçалăхсене (ЛПХ) паракан кредит ставкисемшĕн –38052 пин тенкĕ, выльăх-чĕрлĕх йышне упраса хăварассишĕн туяннă апатшăн – 11108 пин тенкĕ, ялăн социаллă аталăнăвĕ валли 11816 пин тенкĕ укçа кĕнĕ.

Патшалăх панă пулăшу районти ял хуçалăх предприятийĕсене саланса каясран хăтарнă, çавăн пекех ĕç вырăнне сыхласа хăварма май панă. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ, сĕт, аш-какай туса илесси чакманнинче, вăрлăх çителĕклĕ тата пахалăхлă хатĕрленинче, хĕл каçма выльăхсене хĕл каçарма апат янтăланинче (пур хуçалăхра та çителĕклĕ пулман, паллах) те асăннă пулăшăвăн витĕмĕ пысăк. (Хамăр корр.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика