13 апреля 2011 г.
Ака уйăхĕнче кăçалхипе тăххăрмĕш хут Регионсем хушшинчи наци кĕнекин фестивалĕ иртĕ. Ăна “Кĕнекепе – халăхсен пĕр шухăшлăхĕ патне” ят панăскерĕн йĕркелÿçисем – ЧР Культура министерстви, Наци библиотеки.
Фестиваль программи яланхи пекех пуян: кĕнекесен презентацийĕсем те, писательсемпе культура ĕçченĕсен ятарлă тĕл пулăвĕсем те, мастер-классемпе семинарсем те, чи лайăх кĕнекесен авторĕсене чысласси тата ытти те пур унта.