13 апреля 2011 г.
Çĕньялта пурăнакан В.Савельев ячĕпе 2011 çулхи нарăсăн 16-мĕшĕнче Патăрьел район сучĕ РФ УКăн 158 статйин 2-мĕш пайĕн “б” пункчĕпе приговор кăларнă. Ĕçĕ вара акă мĕнле пулса иртнĕ. 46 çулхи çемье пуçлăхĕ 2010 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче “Агрофирма “Знамя” тулли мар яваплă обществăн машинăпа трактор паркне кĕрсе хăй пайтишĕн 31700 тенкĕлĕх тĕрлĕрен юсав пайĕ, ытти тавар вăрласа тухнă, вĕсене Р.Насырова сутса янă.
Ыйтса пĕлнĕ чухне айăпланакан çын хăйĕн йăнăшне ăнланнине, çакăншăн ÿкĕннине каланă. Вăл икĕ ача ашшĕ, мăшăрĕ виççĕмĕш ушкăн инваличĕ пулни те айăплава çăмăллатма пулăшнă.
Район сучĕ В.Савельева РФ УКăн 158 статйин 2-мĕш пайĕн “б” пункчĕпе айăпласа вунă пин тенкĕ штраф панă, приговор вăя кĕнĕ хыççăн вăрланă япалисене “Агрофирма “Знамя” тулли мар яваплă обществăна тавăрса памалла тунă.
Н.АРЛАНОВ, районти шалти ĕçсен
пайĕн следователĕ.