13 апреля 2011 г.
Ĕнер, ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Ю. А. Гагарин тĕнчере пĕрремĕш хут уçлăха вĕçнĕренпе 50 çул çитрĕ. Космоса вĕçме хатĕрлес ĕçе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи арсем те хутшăннă. Вĕсем пирки вăхăтĕнче Байконурта çар службине ирттернĕ Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Николай Аксаковпа Патăрьелĕнчи Н. Волков “Вĕсем Байконурта хĕсметре пулнă” ятпа кĕнеке те кăларнăччĕ.
Çавăн пекех космодромра хĕсметре пулнисем пĕр-пĕрин пурнăçĕпе кăсăклансах тăраççĕ, тĕл пулусем йĕркелеççĕ. 2009 çулхи ÿкерчĕкре шăпах ĕнерхи салтаксен пĕр ушкăнне куратăр. Сулахайран сылтăмалла (1-мĕш рет, лараççĕ): К. Зимин, Н. Чернов, Н. Волков , Н. Аксаков, Г. Осипов; 2-мĕш ретре: М. Шуряшкин; 3-мĕш рет: Г. Табаков, Л. Сорокин, Н. Николаев, Р. Усманов, А. Сурнаев.
А. ИВАНОВ.