АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАТТУР ЕНТЕШ

13 апреля 2011 г.

Д.Кольцов 1992 çулта Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралнă, 1999-2006 çулсенче Именкассинчи шкулта вĕреннĕ. Ун чухнех тирпейлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрса тăнă. Пĕчĕклех спортпа интересленнĕ, çавна май йĕлтĕрпе ярăнассипе, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе туслашнă. Дима кĕрешес енпе пĕрремĕш утăмсем Хирти Пикшикре пурăнакан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ А.Камалетдинов патĕнче тунă.

2006 çулта Д.Кольцов Екатеринбургри Суворов çар училищине вĕренме кĕрет, апла пулин те спорта пăрахмасть. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе секци пулманнипе самбо мелне алла илме тăрăшать. Атăлçи – Урал çар округĕнчи Суворов училищисем хушшинче асăннă мелпе вăй виçсе Дима кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Малалла Патăрьел районĕн каччи Челябинскри вĕçев инженерин аслă училищинче ăс пухать, кунта та шывра ишессипе, кĕрешессипе, йĕлтĕрпе чупассипе призлă вырăнсем йышăннă. Анчах çар реформине пула вĕренÿ заведенине хупнă, çавна май Дима 2010 çулта Урал политехника академине вĕренме кĕрет. Ентеш спортра çитĕ-нÿсем тусах тăрать. Нумай пулмасть вăл йĕлтĕрпе 35 çухрăм чупса тата триатлон енĕпе (1000 метр çуран чупса, 2 çухрăм – велосипедпа, 5 çухрăм – йĕлтĕрпе) ăмăртса кĕмĕл медальсем илме тивĕçнĕ.

Димăн ашшĕпе амăшĕн ывăлĕпе савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур.

М.ЗЕЙНЕТДИНОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика