13 апреля 2011 г.
Ĕçе чунтан юратсан – çул иртни те ним те мар
Первомайскинчи больницăра опытлă акушер-гинеколог ĕçлет тенине çав тăрăхри çынсенчен пĕрре мар илтме тивнĕччĕ. Хальхинче вара Арапуç еннелле командировкăна кайсан кĕрсе тухма, тухтăрпа тĕплĕнрех паллашма та май пулчĕ.
Ф.Тарасова (ÿкерчĕкре) Пăлапуç Пашелĕнче кун çути курнă. Çемьере виççĕн ÿснĕ, анчах пĕр вăл кăна çынсене сыватакан профессие суйласа илнĕ.
– Манăн питĕ хĕрарăмсене пулăшас, вĕсене чир-чĕртен сыватас килетчĕ, – тет хăй мĕншĕн акушер-гинеколог специальностьне алла илни пирки ăнлантарнă май Федосия Ивановна. Шкултан вĕренсе тухсанах хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕрет, 1975 çулта ăна ăнăçлă пĕтерет. Ĕнерхи студента Канашри медицина училищине ĕçе илеççĕ, кунта вăл акушерпа гинекологи предметне вĕрентме тытăнать. Хăйĕн профессийĕпе ĕçлес тĕллевпе 1982 çулта Шупашкара куçать, иккĕмĕш хула больницинче вăй хума пуçлать.
– Федосия Ивановнăна эпĕ унчченех пĕлетĕп. Çамрăк чухне çемьепе Шупашкарта пурăнаттăмăрччĕ, шăпах çавăн чухне ун патне йышăнăва çÿреме тивнĕччĕ. Иккĕмĕш ачана кĕтнĕ чухне Федосия Ивановна нумай ырă сĕнÿ пачĕ, вăлах ывăлăн пурнăçне сыхласа хăварма пулăшрĕ. Паян та, ак, Федосия Ивановна патне сипленме çÿретĕп, унăн канашĕсемпе усă куратăп, – терĕ Ф.Тарасова патне йышăнăва килнĕ пĕр хĕрарăм.
Пĕрремĕш категориллĕ тухтăр миçе хĕрарăма чиртен сыватнă-ши, миçе ачан пурнăçне сыхласа хăварса кун çути парнеленĕ-ши; Шутласа кăларма майĕ те çук, анчах унăн ырă ĕçне кашни асра тытни, ятне ăшшăн аса илни темле хаклă парнерен те лайăхрах.
Ф.Тарасова 2005 çулччен Шупашкартах ĕçленĕ. Чунĕ тăван тăрăхалла туртнăран Первомайскине таврăннă. Кунта та вăл лăпкă нумай пурăнайман, Первомайскинчи участок больницинче акушер-гинеколог çуккипе тата ыйтнипе тепĕр хут ĕçе вырнаçнă.
– Халĕ ача çуратакан питĕ сахал, çав вăхăтрах тĕрлĕ чирпе нушаланакан хĕрарăмсем нумайланса пыраççĕ. Çакă мана питĕ пăшăрхантарать. Чир-чĕр шала кайсан кăна йышăнăва килеççĕ, чĕрĕлсен татах тухтăр патне вăхăтра çÿремелли пирки манаççĕ, – тет Федосия Ивановна. – Мана пулăшакан И.Николаева акушерка питĕ ырă кăмăллă, хăйĕн специальностьне чунтан юратакан çын. Вăл çавăн пек маттур та тăрăшуллă пулнăран ĕçри йывăрлăхсене пĕтерсе пыратпăр.
Ф.Тарасова çулĕпе çамрăк мар, 72 çулта. Апла пулин те ун çине пăхсан вăл çулта тесе калаймастăн, чылай çамрăкрах курăнать. Çакă унăн ырă кăмăлĕпе, çынна яланах пулăшма тăрăшнипе те çыхăннă. Ĕçне чунтан юратни, ăна парăнни, тĕрĕс професси суйласа илни кашни самантрах сисĕнет. Тухтăрсем хушшинче çакăн пек ăшă кăмăллă çынсем нумайрах пулсан чирлекен те сахалрах, йышăнăва кайма та кăмăллăрах пулĕччĕ.
О.ПАВЛОВА.