АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен пуласлăхĕ – лăпкăлăхра, тăнăçлăхра Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ака уй

16 апреля 2011 г.

Чăваш Ен пуласлăхĕ – лăпкăлăхра, тăнăçлăхра Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче республикăри журналистсемпе тĕл пулнă. “Çавра сĕтел” форматпа йĕркеленĕ калаçура массăллă информаци хатĕрĕсемпе власть органĕсем республикăра граждан обществине аталантарассипе тата тăнăçлăха тытса пырассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Калаçăва хаçат-журнал, телевиденипе радиовещанисем, информаци агенствисен представителĕсем, интернет уçлăхĕнче çыракансем хутшăннă.

Президент хăйĕн сăмахĕнче пурин те пĕр тĕллев – обществăра тăнăçлăха упраса хăварасси, граждансене лăпкă пурăнма тата ĕçлеме условисем туса парасси пулнине палăртнă. Дискуссие хутшăннă журналистсем культура, пичет, тăван сăмах, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата ытти сферăсенчи йывăрлăхсем çинчен калаçнă, татса памалли çул-йĕре шыранă.

Пухăннисем çавăн пекех чăваш чĕлхине вĕрентмелли центр е институт тăвас ыйтăва çĕкленĕ, халăх культурипе йăли-йĕркине упраса хăварассипе çыхăннă васкавлă татса памалли ыйтусем тавра калаçнă.

Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем пурте тенĕ пекех власть тытăмĕнчен информаци илессине хăвăртлатмаллине, çакна пурнăçлама вара хальхи çыхăну формисемпе анлăрах усă курмаллине каланă. Михаил Игнатьев ку тĕлĕшпе чиновниксемпе çирĕп калаçма шантарнă.

А. ИЛЬИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика