АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçсен эрни

16 апреля 2011 г.

«Пуласлăха пĕрле тăватпăр!» девизпа ака уйăхĕн 16–24-мĕшĕсенче районта Пĕтĕм Раççейри «Çуркуннехи ырăлăх эрни» иртет. Сăваплă ĕçсене йĕркелесе пырас тĕллевпе ятарлă ушкăн тунă. Унта райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн, “Авангард” хаçат редакцийĕн, районти халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пайăн, Патăрьелĕнчи ПУ-7, ачасене хушма пĕлÿ паракан центрăн ĕçченĕсене кĕртнĕ. Ушкăна райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В. Осипов ертсе пырать.

Çынсем хăйсен ирĕкĕпе хутшăннипе йĕркелекен çак эрнене 1997 çултанпа ака уйăхĕнче ирттереççĕ. Акци тапхăрĕнче çамрăксен ирĕклĕ отрячĕсем нумай-нумай ырă ĕç тăвĕç, социаллă проектсемпе пуçарусене пурнăçа кĕртĕç. Уйрăмах вăрçă ветеранĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшасси тата Раççей космонавтикин çулталăкне халалланă мероприятисем тĕп вырăнта пулĕç. Унсăр пуçне “хĕрÿ линин” 6-24-20 телефонĕпе кашниех пулăшу ыйтма е пулăшу сĕнме пултарать.

А. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика