16 апреля 2011 г.
Пурнăç çулран-çул лайăх еннелле улшăнса пырать: çĕнĕ технологисем, ку чухнехи проектсем ĕçе кĕреççĕ. Медицинăри улшăнусене те пытарма кирлĕ мар. Ку хутĕнче электронлă регистратура çинчен сăмах пырать. Тухтăр патне лекес тесен электрон мелĕпе çырăнма май пур. Çакă сиплевпе профилактика учрежденийĕсенчи пациентсен черетре тăрас вăхăтне чакарма, врачсем патне палăртнă вăхăтра кĕме май паратех. Компьютер техники специалистсен кабинечĕсенче, стационарта, аптекăсенче пулĕ.
Электрон мелĕпе çырăнасси Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те пурнăçланать. Акă, ака уйă-хĕн 14-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов çак мелпе çырăнса Е.Тинюкова çамрăк врач-стоматолог патĕнче пулнă, кирлĕ консультацисем илнĕ.