16 апреля 2011 г.
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чернобыльти атомлă электростанцинче авари пулнăранпа 25 çул çитет.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паян çак инкеке пула радиаципе сиенленнĕ 11 çын пурăнать, виççĕшĕ вилнĕ. Мирлĕ пурнăçра сиксе тухнă синкерлĕ пулăм пурне те пăшăрхантарать.
Чернобыльти атомлă электростанцинче инкек пулнăранпа 25 çул çитнĕ май районта мероприятисен планне туса çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн вĕрентÿ, культура учрежденийĕсенче катастрофăна пĕтерме пулăшнă çынсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ, кĕнекесен, ÿкерчĕк-сен куравне ирттереççĕ тата ытти те.
Патăрьелĕнчи тĕп больницăра чернобылецсен сывлăхне комплекслă тĕрĕслеççĕ. Маларах вара социаллă работниксем вĕсен пурнăçпа йăла условийĕсене тишкернĕ.