16 апреля 2011 г.
2011 çулхи ака уйăхĕн 4-9-мĕшĕсенче районти 1-3 çулсенчи ачасене полиомиелитран иммунитета аталантарма вакцина ячĕç. Халĕ тата çу уйăхĕн 3-7-мĕшĕсенче тепре яма палăртнă. Мĕнпурĕ 1019 ачана профилактика прививки тумалла.
Полиомиелит– нерв системипе çыхăннă питĕ йывăр вирус чирĕ. Ун чухне çурăм шăммин миминчи тĕссĕр япали сиенленет, урăхла каласан полиомиелит– урасен параличĕ.
Тепĕр чухне ачасем те, ватăсем те уксахласа утнине асăрхатăн. Ку вăл урана хуçнă е мăкăлтанă хыççăнхи суран мар, çакă шăпах çамрăкла полиомиелитпа чирленин палли. Унăн вирусĕ ытларах апат-çимĕçрен, таса мар алăран ерет. Çак усал чир сывлăшпа та çакланма пултарать. Çавăнпа та полиомиелитран асăрханма, сыхланма организма вакцина яни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни ашшĕ-амăшĕ çакна çирĕп шута илмелле.
Н.СЕРГЕЕВА,
Роспотребнадзор управленийĕн Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи территори
уйрăмĕн начальникĕ.