16 апреля 2011 г.
Апат рационне тĕрлĕрен биологилле тытăмлă хутăшсемпе пуянлатас тĕллевлисен çак препарата аптека учрежденийĕсенче, диета апат-çимĕçĕ сутакан ятарлă магазинсенче çеç туянмалла. Раççей Федерацийĕн “Потребитель правине хÿтĕлесси çинчен” саккунпа килĕшÿллĕн туянакан тавар пирки тулли информаци илме пултарать. Унсăр пуçне санитарипе эпидемиологи йĕркипе тата нормативĕпе килĕшÿллĕн биологилле хутăшсене пур енлĕ хак парса калакан информаци кирлĕ. Вĕсене çакăн пек чухне сутма юрамасть: патшалăх регистрацийĕ витĕр тухмасан, пахалăхпа хăрушсăрлăх çинчен калакан удостоверени пулмасан, санитари йĕркипе нормине тивĕçтермесен, усă курмалли тапхăрĕ иртсен, суту-илÿ тумалли йĕрки тивĕçтермесен, этикетка тата ун çине саккунпа килĕшÿллĕн çырнă информаци пулмасан. Çавăнпа та çак тавара туяннă чухне питĕ тимлĕ пулăр, хăвăра улталама ан парăр.
И.ПАЙМУЛЛИНА,
Роспотребнадзор управленийĕн
Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи уйрăм специалист-эксперчĕ.