16 апреля 2011 г.
Шупашкарти К. В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши 75 çул тултарнине халалласа “Эп хам сăмахăн ялавçи” ятпа кĕнекепе документсенчен хатĕрленĕ курав уçăлнă.
Сумлă юбиляра саламлама Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Рудольф Селиванов, паллă ăсчахсем, юлташĕсем, шкул ачисем хутшăннă. Чыслав мероприятийĕсем малалла тăсăлаççĕ.
А. ИВАНОВ.