АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юхма Мишши – ача-пăча çыравçи

16 апреля 2011 г.

Юхма Мишши (Михаил Николаевич Ильин) – Чăваш халăх писателĕ, паллă тĕпчевçĕ академик, çутлăх ĕçченĕ, тăлмач, культура деятелĕ. Вăл Чăваш Республикин Патăрьел районне кĕрекен Сăкăт ялĕнче 1936 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Михаил Николаевич ырми-канми ĕçлет, кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплать. Халăх кун-çулĕ, ун историйĕ çине тарăннăн тинкерсе пăхать. Чăваш литературинче, Атăлпа Урал хушшинче, тĕнче литературинче палăрмалла йĕр хăварчĕ хăйĕн тĕлĕнмелле хăватлă хайлавĕсемпе. Вăл нумай-нумай юмахсен, калавсен, повеçсен, романсен, пьесăсен, юрă-такмак, сăвă-поэма авторĕ. Унăн хайлавĕсем шкул программинче те пур.

Юхма Мишши – чăваш литератури ани çине вăрçă хыççăн пырса кĕнĕ писательсенчен пĕри. Вăл 200 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă. Пĕрремĕшĕ – “Оксана” повесть – 1962 çулта кун çути курнă. Кĕнекисене 144 чĕлхене куçарнă. Мĕн çамрăкранпах халăх сăмахлăхне пухать вăл. Ручкăпа тетрадь тытса чăваш ялĕсем тăрăх утнă, тăван халăхăн сăнарлă чĕлхине итлесе киленнĕ, çыра-çыра илнĕ. Ватă мучи-кинемей калавĕсене тăнланă.

Михаил Николаевич ачасен тусĕ те. Вăл ачасен театрĕ валли ятарласа пьесăсем – “Уйăх тулнă каç”, “Кашнин хăйĕн телейĕ”, “Итлемен чăх чĕппи” тата ытти те – хайланă. Çак пьесăсемпе çырнă спектакльсене тĕрлĕ çĕр-шывра кăтартнă.

“Кашнине эпĕ юрататăп” кĕнекене Юхма Мишши ачасем валли ятарласа кайăк-кĕшĕк, чĕр чунсем, пулăсемпе нăрăсем çинчен çырнă кĕске сăвăсене кĕртнĕ. Кашнин ячĕ чăвашла та, вырăсла та пур. Ку сăвăсене пăхмасăр вĕренме те лайăх.

Юхма Мишши И.Я.Яковлев Чăваш патшалăх педагогика институтне, А.Луначарский ячĕллĕ театр институчĕ çумĕнчи Аслă творчество курсне пĕтернĕ. Республикăри краеведени музейĕнче, Шупашкарти 6-мĕш вăтам шкулта, мĕн пур чăвашсен “Вучах” хаçатĕнче ĕçленĕ. Халĕ вăл пĕтĕм чăвашсен обществăпа куьтура центрĕн президенчĕ тата Чăваш писателĕсен пĕрлĕхĕн правленийĕн председателĕ.

Н.НИКИТИНА,

Алманчăри вăтам шкулта тăван ен культурине вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика