16 апреля 2011 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта Космонавтика кунне халалласа 5–8 классем хушшинче физика, астрономи, математика предмечĕсен эрнипе çыхăнтарса “Çын тата космос” мероприяти иртрĕ. Н. Чумерин вĕрентекен ачасене викторина темипе паллаштарчĕ. Çавăн пекех уçлăха тухнăранпа 50 çул çитнĕ май Ю.А.Гагарин, хамăр ентеш А.Г.Николаев космонавтсемпе паллаштарчĕ. Викторинăра хастар пулса, тĕрĕс хуравсем парса иккĕмĕш тура 6 а тата б, 8 а классем тухрĕç. Улттăмĕш класри К. Каллина, А. Дмитриев, Ю. Бородова, А. Кувшинов, саккăрмĕшĕнчи Л. Арланова, Д. Семенов тарăн пĕлÿ кăтартрĕç. Çĕнтерÿçĕсене предмет ертÿçи Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ.
В. АНТИПОВ.