16 апреля 2011 г.
Чăваш Енре Космонавтика кунне анлă паллă тунă. Кăçал этем историнчи пĕрремĕш çын Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 50 çул çитрĕ. Ку уявпа пирĕн республика тÿрремĕнех çыхăннă. Космоса вĕçнĕ виççĕмĕш паттăр пирĕн ентеш, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев пулнă. Чăваш Ен çавăн пекех Николай Бударин, Муса Манаров космонавтсемпе мухтанать. Шупашкарта ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Гагарин палăкĕ умĕнче митинг пулнă. Унта Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев, космонавтика ветеранĕсем, шкул ачисем, хула çыннисем чылайăн пуçтарăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче шăпах 35 çул каялла Юрий Гагарин палăкне уçнине палăртнă. Çитес çул вара çурла уйăхĕнче Андриян Николаев космоса вĕçнĕренпе 50 çул çитнине аса илтернĕ. Çавăн пекех Чăваш Ен Президенчĕ ертсе пыракан делегаци мухтавлă ентешĕн вил тăпри çине чечексем хунă, ял çыннисемпе тата районсемпе хуласенчен пуçтарăннă çамрăк космонавтсемпе калаçнă. Шуршăлтах çамрăк космонавтсен слечĕ иртнĕ. Каçхине вара виççĕмĕш космонавт ялĕн тÿпине уяв салючĕ илемлетнĕ.